Большаков Геннадий Арсентьевич — театр актёрӗ. Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ. Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ.
Геннадий Большаков 1961 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче Чӑваш АССР-ӗнчи Шӑмӑршӑ районне кӗрекен Хӗрлӗ Васан поселокӗнче ҫуралнӑ.
1983 ҫулта Мускаври Раҫҫейӗн Патшалӑх академи Кӗҫӗн театрӗ ҫумӗнчи М. С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинче В. К. Смирнов профессор курсне вӗренсе пӗтернӗ.
1983 ҫултан пуҫласа пурнӑҫӗн юлашки кунӗсемчченех К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче актёр пулса ӗҫленӗ. Театрта ӗҫленӗ ҫулсенче классика тата наци пьесисем тӑрӑх лартнӑ спектакльсенче тӗрлӗ енлӗ вун-вун сӑнар калӑпланӑ.
2017 ҫулхи акан 22-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ. Шупашкар хулинчи Явӑш масарӗнче пытарнӑ.
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 